Чӑваш несӗллӗхӗ

«Чӑваш несӗллӗхӗ» проект

Кам-ши эпӗ? Çак йытӑва пурте хӑйсене параҫҫӗ пулӗ, анчах та ку ыйту ҫине йӑх-несӗлсен историне пӗлсен ҫеҫ хуравлама пулать.

Мана, Илтимӗр (Алексей) Ефремов теҫҫӗ, эпӗ историк-генеалог, хамӑн профессиллӗ пулӑшӑва кам хӑйӗн йӑх-несӗлӗсемпе тата вӗсен историйӗпе кӑсӑкланакансене сӗнетӗп.

Нумай ҫыншӑн «йӑх ячӗ, йӑх йӗрки, несӗллӗх йывӑҫӗ, ламран лама ҫырни» пуш сӑмахсем, маншӑн — чи пӗлтерӗшлисем. Мана ҫывӑх пӗлекенсем, кун пирки каланӑ сӑмахсене иккӗленмесӗр ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Çӑк ӗҫпе эпӗ асаттепе асанне, кукаҫипе кукамай, аттепе анне пулӑшнипе ачаранах кӳлӗннӗ, истори тата архив енӗпе профессиллӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ку манӑн чи юратнӑ ӗҫенчен пӗри пулса тӑчӗ. Манӑн тӗпчевсем тӗрлӗ архивсенче упранакан хутсем ҫине тайӑнса йӑх-несӗлсемпе тӑвансене, йӑх паллине (тӑмха) тупма, несӗллӗх йывӑҫҫине тума, ламран лама ҫырма тата ыттине те тупса пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Тӗпчев 6 уйӑхран пуҫласа 2-3 ҫулччен пырать, хакӗ тӗпчевӗн тӗллевӗсенчен килет.

 

Мӗнпе эпӗ сире пулӑшма пултаратӑп?

Эпӗ Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи архивсенче сирӗн йӑх-тӗпне шырама, несӗллӗх йывӑҫне тума, ламран лама ҫырса пама тата ыттине те тупса палӑртма пултаратӑп. Республикӑн кӑнтӑр енчи районсемпе ӗҫленӗ май, уйрӑмах Чӗмпӗр облаҫӗн патшалӑх архивӗпе (ГАУО) нумай ӗҫлеме тӳр килет, унсӑр пуҫне Тутар Республикин Наци архивӗпе (НА РТ), халь Раҫҫей патшалӑх авалхи актсен архивӗпе (РГАДА) те, вӗсемсӗр пуҫне вырӑнти музейсемпе библиотекӑсемпе те. Шыраса тупнӑ кирлӗ информацине вара, архив хучӗн копийӗпе ҫирӗплететӗп.

Халлӗхе "Чӑваш несӗллӗхӗ" проект иртнӗ ӗмӗрсенче Чӗмпӗр тата Хусан кӗпӗрнисене кӗнӗ, халь Чӑваш Республикине кӗрекен ялсемпе хуласенчен тухнисен йӑхӗ-тӗпӗсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ. Проект анлӑ аталансан, Тутарпа Пушкӑрт Республикинчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата ытти ҫӗртре вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсенчен тухнисемпе те ӗҫлеме пуҫлатӑп.

Тата ҫак проектӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, пянхи кунран хамӑртан пуҫласа чӑваш халӑхӗн, ялсемпе хуласен, тӗрлӗ вӑхатра пулса-иртнӗ пулӑмсен, тӑван халӑх историнче тарӑн йӗр хӑварнӑ тӗрлӗ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗсене, халӑхӑн йӑла-йӗркисене тата ыттине те тӗплӗн тӗпчесси. Кайран вара, ҫак пуҫтарӑннӑ архив хучӗсенчи истори тӗрлӗ кӗнекесем пулса пичетленсе тухӗҫ, документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкерӗнсе халӑх патне ҫитӗҫ.

Хӑвӑр несӗллӗхпе пуҫтарнӑ архив хучӗсене мӗнле сире алла тыттаратӑп:

  1. Несӗллӗх йывӑҫӗ тата ламран лама ҫырни.
    Ламран лама ҫырнинче сыпӑкри тӑвансем ҫинчен ҫырни пулӗ. Хатӗр ӗҫе хут ҫине пичетлетӗп ун ҫумне ятарлӑ программӑсемпе тунӑ е алӑпа ӳкернӗ несӗллӗх йывӑҫҫине хушӑп тата тунӑ ӗҫӗн электронлӑ версине диск ҫине ҫыртарса паратӑп.
  2. Архив докуменчӗсен ҫӑлкуҫӗ (архив ячӗ, фонд, опись, дело, страница номерӗ).
  3. Документсен кописем (архив кописем тӑвать пулсан, кописем тӗпчев хакне кӗмеҫҫӗ).
  4. Несӗллӗх кӗнеки (уйрӑм ӗҫ, тӗпчев хакне кӗмес. Халлӗхе кӗнеке тума заказ илместӗп).
  5. Йӑх-несӗлсем ҫинчен документаллӑ фильм (уйрӑм ӗҫ, тӗпчев хакне кӗмест).

Несӗллӗх кӗнекине тӗпчев ӗҫӗ, тӑвансенчен илнӗ интервьюсем, ламран лама ҫырнисем, йывӑҫри йӑх йӗркин схемисем, архив докуменчӗсен кописемпе архивсенчен килнӗ хуравсем, фотосем кӗреҫҫӗ.

 

Блог / Статьясем

Хаксем

1. «Ĕмӗр» (100 ҫул, пӗр ҫынпа, ашшӗ е амӑшӗ енчен) — 15000 тенкӗ.

2. «Сыпӑк» (100 ҫул, май ҫитнӗ таран кашни сыпӑкпа) — 30000 тенкӗ.

Пӗрремӗшпе иккӗмӗшӗ харпӑр хӑйӗн несӗллӗх йывӑҫҫине тума пуҫланӑ ҫынсене вырӑнлӑ пулӗ е пӗр-пӗр тапхӑрпа архивра материалсем упранса юлман пулсассӑн.

Тӗпчев 6 уйӑхран пуҫласа — ҫулталӑх хушшинче хатӗр пулать.

Йывӑҫӑн кашни турачӗнчи ҫемьесене тупса палӑртасси тӗпчевӗн тӗллевӗсенче тӗрлӗрен пулма пултарать, ҫавӑнпа виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑшне кама йывӑҫ ҫинчи пӗр туратпа ҫеҫ тӗпчеме е йӑх-тӗпрен тухнисене пурне те тупса палӑртас текенсем суйласа илме пултараҫҫӗ.

3. «Турат» (Пӗр ҫемье турачӗпе XVIII ӗмӗрӗн 1-мӗш ҫурриччен) — 60000 тенкӗ.

4. «Йывӑҫ» (Пӗр йӑх-тӗпрен тухнисене, пӗтӗм туратпа XVIII ӗмӗрӗн 1-мӗш ҫурриччен) — 120000 тенкӗ.

5. «Несӗллӗх кӗнеки» («Турат» е «Йывӑҫ» суйласа илнисене валли, кӗнекен пичет хакӗ тата архив докуменчӗсен кописем ҫак хака кӗмеҫҫӗ) — 50000 тенкӗ.

5. «Фильм» («Турат» е «Йывӑҫ» суйласа илнисене валли, хакӗ ӗҫ калӑпӑшӗнчен килет) — 50000 тенкӗрен.

Тӗпчев 1–3 ҫул хушшинче хатӗр пулать.

 

Ӗҫ йӗрки-шывӗ

1. Анкета (уҫласа ил)

Анкетӑри пур ыйту ҫине тӗплӗн шухӑшласа ҫырӑр, пӗр-пӗр ыйту ҫине тӗрӗс хурав пама йывӑр пулсан, ан хуравлӑр. Хӑвӑрпа мӗнле ҫыхӑну тытма пулнине анкетӑра палӑртӑр.

Ярса панӑ анкетӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн, эпӗ сирӗнпе ҫыхӑнса ыйтусем ҫине хуравлатӑп тата пулас шырав тата тӗпчев ӗҫӗсем пирки тӗплӗн калаҫатпӑр.

Калаҫса татӑлсан иккӗмӗш утӑм патне куҫатпӑр.

2. Ĕҫшӗн тӳлени

а) Умтӳлев (15000 тенкӗ).

Калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн анкетӑпа шырав ӗҫӗсем пуҫлатӑп. Шыравӑн тӗп тӗллевӗ, тӗрлӗ архив опиҫӗсем тӑрӑх е ытти меслетсене усӑ курса, архивсенче мӗнле ҫӑлкуҫем упранма пултарнине тупса палӑртса, сире шырав ӗҫӗн результачӗпе паллаштарасси. Пирвайхи шырав ӗҫӗсем нимӗн те шантармаҫҫӗ пулсан, умтӳлевӗн 50-70 % каялла тавӑрса паратӑп, ҫакӑнпа вӗҫлетпӗр.

Генеалоги ҫавӑнпек япала, шырав ӗҫӗ хӑш чух нимӗнле результат та памасть, вӑл тӗрлӗ сӑлтавсене пула пулма пултарать. Тӗслӗхрен, архивра кирлӗ ҫулсемпе документсем упранса юлман е шыраттаракан анкетӑра йӑнӑш информаци панӑ (ҫуралнӑ ялӗ, ҫулӗ, хушамачӗ, ячӗ, ашшӗн ячӗ...) пулсан тата ытти те. Çавӑнпа кунта шыраканӑн та шыраттарканӑн та яваплӑхӗ пур.

Шырав ӗҫӗ пулас тӗпчев ӑнӑҫлӑ пуласса шантарать пулсан, малалла куҫатпӑр.

ӑ) Хыҫтӳлев (суйласа илнӗ «Сыпӑк», «Турат» е «Йывӑҫ» — умтӳлевӗн хакӗ).

Хӑш чух шыраттараканӑн ман ҫине «доверенность» натариус патӗнче ҫыртарас пулать (унсӑрӑн хӑшпӗр архивсенче е патшалӑх учрежденисенче тӗпчеме ирӗк памаҫҫӗ), кун пирки вара уйрӑм калаҫӑпӑр. Çак утӑмран вара анлӑ тӗпчев ӗҫӗ пуҫланать.

3. Тӗпчев ӗҫӗпе паллаштарса тӑни

4. Хатӗр ӗҫе алла тыттарни

 

Ҫыхӑну

Илтимӗр Ефремов

Тел: +7 927-850-30-60

E-mail: iltimer.studio@gmail.com

Skype: iltimer

Ăҫта тӗллев пур, унта ҫул та тупӑнать!